Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сцена ҫинче — «Туслӑх»

Ку коллективра сцена ӑстин ятарлӑ пӗлӗвне илнӗ пӗр ҫын та ҫук — кам хулари предприятире ӗҫлет, иккӗмӗшӗ ялти шкута ачасене вӗрентет, виҫҫӗмӑшӑ хуҫалӑх ӗнисене сӑвать, тӑваттӑмӗшӗ район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗн тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлать, пиллӗкмӗшӗ завод коллективне ӑнӑҫлӑ ертсе пырать — анчах вӗсене сцена тахҫанах хӑйӗн ытамне илнӗ, тӗрлӗ сӑлтава пула пӗр репетицие хутшӑнаймасан та хӑйсем валли канӑҫ тупаймаҫҫӗ, сцена ҫине тухма вӑхӑт ҫитсен чӑн-чӑн артистсем пек хумханаҫҫӗ. Ҫакна вара ҫирӗплетсех калама пултаратӑп, эпӗ вӗсене паллатӑп-пӗлетӗп, вӗсен пултарулӑхӗпе тӑтӑш паллашатӑп. Сцена ҫине кашни тухмассерен весен ӑсталӑхӗ татах ӳснӗн, курма килнӗ кашни сын татах ӑшшӑнрах йышӑннӑн туйӑнать. Туйӑнать кӑна мэр, чӑн та ҫапла.

— Эпӗ Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Юнтапа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗнче пурӑнатӑп — кӑмӑл турӗ 25 ҫул каялла музыка училищин дипломӗпе тӑван ялне таврӑннӑ В. Порфирьев пуҫарулӑхӗпе ялти клуб ҫумӗнче йӗркеленнӗ халӑх пултарулӑхӗн коллективӗн кун-ҫулӗпе паллаштарма чылай ҫул шкул вӗрентекенӗ пулнӑ Е. Кириллова. Елизавета Кирилловна пӗлтернӗ тарах, вӗсем хӑйсен хушшинче ӑна шӳтлесе «Шоркка кинӗсен ансамблӗ» ят та панӑ иккен.
— Валерий Петрович урӑх ӗҫе куҫса ялтан кайсан фольклор ушкӑнӗ саланас хӑрушлӑх тухса тӑчӗ. Клуб ертӳҫине В. Журавлева ӳкӗте кӗртсе Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка факультетне ӑсатрӑмӑр, пирӗнпе ӗҫлеме килӗшекен ҫын тупма ыйтрамӑр. Чылай ҫынпа курса калаҫнӑ ун чухне Владимир Андреевич. Юлашкинчен Николай Сусарин студент фольклор ушкӑнӗн илемлӗх ертӳҫи пулма килӗшнӗ. Кашни каҫ пирӗн пата, хӑй пурӑнакан вырӑнтан 8 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ яла ӳркенмесӗр килсе ҫӳрет Николай Сергеевич...
Ҫавӑнтанпа ушкӑн ҫӗнӗ варкӑш вӗрсе кӗртнӗн репетици хыҫҫӑн репетици ирттернӗ, ялтан яла ҫӗнӗ программӑпа ҫӳреме тытӑннӑ. Ӗҫрен ывӑнса таврӑннӑ ял ҫыннисене юрӑ-ташӑпа, спектакльпе савӑнтарнӑ "Туслӑх" ансамбль. Ушкӑнра — 21 сын. Верӑпа Валерий Виноградовсем, акӑ-пенсионерсем. Хулара пурӑннӑ, унтах ӗҫленӗ. Апла пулин те тӑван яла ҫӳренӗ, каҫсерен сцена ҫине тухнӑ. Унтан чӑтайман, яланлӑхах яла куҫнӑ. Платоновсен "шӑпи" те Виноградовсенни пекех, хулари хваттерне хӑварса ялта ҫурт хӑпартнӑ. Людмилӑпа Николай халӗ ансамбльти чи хастар мӑшӑр. Зинаида Трифоновӑпа Валентина Иванова, йӑмӑкӗпе аппӑшӗ, алла купӑс илсессӗн упа та ташша тухӗ. Светлана Толстова библиотекарь, Елизавета Кириллова, Юлия Филиппова, Александра
Журавлева, Августина Прохоровӑпа Людмила Майорова пенсионеркӑсем, клуб ертӳҫи Владимир Журавлев шӑрантарнӑ такмак-юррипе, ташшисемпе киленнӗ ял халӑхӗ.
— Эпир хамӑр пултарулӑхпа Канаш, Елчӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Муркаш районӗсенчи ялсенче пурӑнакансене паллаштарнӑ, — тет Н. Платонов, Ишлейри кирпӗч завочӗн директорӗ. Николай Алексеевич ӑста юрлать, илӗртӳллӗ ташлать, унӑн аллинче гитара хӗлӗхӗсем чуна каймалли кӗвӗ "ҫуратаҫҫӗ".
Шупашкар районӗнче ҫитмен ял юлмарӗ пулинех, хӑш-пӗринче икӗ-виҫӗ хут та пултӑмӑр. Пур ҫӗрте те тараватлӑн кӗтсе илсе ӑшшӑн ӑсатса яраҫҫӗ. Шорккари ветерансен ҫуртӗнче пурӑнакансемшӗн ялан кӗтнӗ хӑнасем эпир. Мӗншӗн халӑхра "Шоркка кинӗсен ансамблӗ" тенине ӑнлантарам-ха сире. Вӗсем пурте тӗрлӗ районтан, пирӗн ял каччисемпе семье ҫавӑрса ҫак ялта пурӑнма тытӑннӑ. Юрӑ-кӗвве юратни вара ҫак ансамбле пӗрлештернӗ. Чун канӑҫлӑхӗ ӗҫре те, пурнӑҫра тахӑват парать...
А. Степанов


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-26 19:59:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3971 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем